Çурла уйӑхěн 30-мӗшӗнче Чутей ялěнчи вулавӑшӗнче пěтěм тӗнчери туслӑх кунне халалласа "Тусӑмпа ҫула тухрӑм пулсан" мероприяти ирттерчӗҫ. Çак мероприятинче ачасем уяв мӗнле пулса кайни ҫинчен, туслӑх правилисемпе законӗсем ҫинчен пӗлчӗҫ. Унсӑр пуҫне ачасем пурте пӗрле ыйтусем ҫине хуравларӗҫ: мӗн вӑл туслӑх, мӗн тума кирлӗ вӑл пире, кама эпир тус тесе шутлатпӑр, чӑн-чӑн тусӑн мӗнле пулмалла? Туслӑх ҫинчен ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗҫ. Чи кӑсӑклӑ самант ачасемшӗн Тяпа клоун килсе тухни пулчӗ. Мероприятин пӗчӗк хӑнисем унпа пӗрле туслӑх ҫинчен юрӑсем юрларӗҫ, ташларӗҫ, тӗрлӗ илӗртӳллӗ вӑйӑсем вылярӗҫ. Туслӑх -ҫын пурнӑҫӗнчи чи хакли, чи кирли, туслӑха ачаранпах хаклама вӗренмелле. Мероприяти савӑнӑҫлӑ иртсе кайрӗ.