Кӗнекене юратма тата вулама мӗн пӗчӗкренех хӑнӑхтармалла. Чи малтанах ашшӗ-амӑшӗсем ҫакӑнпа ěҫлеҫҫě. Библиотекӑсем те ҫак ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫĕ. Кашни ашшӗ-амӑшĕ хӑйӗн пӗчӗк ачине библиотекӑна илсе пыма пултараймасть. Вара библиотека пӗчӗккисем патне каять. Л.В. Андреева Библиотекарь Тӑрмӑшри ача сачӗне пырса курчĕ, унта ача-пӑча писателӗсемпе юмахҫисем ҫинчен кӗскен каласа пачĕ. Ачасем кӗнекесен тӗлӗнмелле страницисене уҫа-уҫа пӑхрĕҫ. Нумайӑшӗ кӗнекесенче мӗн ҫырнипе интересленчĕҫ, вӗсене вуласа пама ыйтрĕҫ. Чи интереслӗ самант "Ҫарӑк" юмаха инсценировка туни пулчӗ. Çак кун пуриншӗн те интереслӗ пулчĕ. Кӗнекесемпе туслӑ пулни ачана ӑс-хакӑл енчен пуянлатать, ӑна ырӑ та илемлӗ тӑвать.